Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра, «Шупашкар – Сӑрҫи» автоҫулӑн 158-мӗш ҫухрӑмӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное сали ҫывӑхӗнче, хӑйӑр турттаракан самосвал кювета чӑмнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 29 ҫулти водитель транспорта итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Самосвал ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Водителе, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрлахи 12 сехетре Патӑрьел районӗн ҫыннисем тӳпере ҫар вертолечӗсем вӗҫсе иртнине курнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, тӳпере 7 вертолет пулнӑ. Кун пирки вӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫав кун кӑнтӑрла вертолетсене Улатӑр районӗнче те курнӑ. Пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ку районта вӑл 30 вертолет вӗҫнине шутланӑ.
Ҫар вертолечӗсене Пӑрачкав районӗнче те курнӑ.
Улатӑр районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Нина Ивановна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Нина Шпилевая – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ. Вӑл 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче илнӗ. Ҫапла вара вӑл — зоотехник та, патшалӑхпа муницпалитет правине те аван пӗлет.
Пӑрачкав районӗнчи инкекере пӗр ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 43 минутра Раздольное ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Шевроле Круз» автомашина водителӗ хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ-2114» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
«Вунтӑваттӑмӗшӗн» рулӗ умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пулнӑ. Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе пассажирӗ аманнӑ.
Вӑраха тӑсӑлнӑ канмалли кунсенче, чӳкӗн 1-7-мӗшӗсенче, республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ чакнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗр эрнере чирлесси 48,9 процент чакнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 3719 ҫын сахалрах ОРВИпе аптӑранӑ.
Ытларах Шупашкарта чирленӗ: 2406 ҫын. Иккӗмӗш вырӑнта Ҫӗнӗ Шупашкар – 218 ҫын. Иртнӗ эрнере республикӑра ОРВИпе чирлессин кӑтартӑвӗ 100 пин ҫын пуҫне 318,8 ҫын лекнӗ. Кӑтарту Ҫӗмӗрлере, Шупашкарта, Канашра, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче пысӑкрах пулнӑ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 10 пин ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку – рекорд.
Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук.
Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чи лайӑх халӑх дружинникӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл республика шайӗнче иртнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, дружинниксем спорт енӗпе нормативсем пурнӑҫланӑ, васкавлӑ медпулӑшу пама пӗлнине кӑтартнӑ, право тӗлӗшӗнчен мӗнле пӗлӳ пулнине те тӗрӗсленӗ.
Чи лайӑххи кам пулнӑ-ха? Вӑрнар районӗнчи Галина Павлова. Иккӗмӗш вырӑна Канаш районӗнчи Вячеслав Шпаков йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне – Пӑрачкав районӗнчи Кристина Тряхина.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 26 халӑх дружини йӗркеленнӗ, вӗсенче – 549 ҫын.
Паян Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗпе Николай Карачарсковпа сывпуллашнӑ.
Ӑна лайӑх пӗлекенсем, унӑн пултарулӑхне хаклакансем палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Прокофьевич ӑста мӗнпур пултарулӑхне тӑван тӑрӑхпа тӑван халӑха панӑ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене каҫса каясла хисепленӗ, пушанса юлакан ялсемшӗн, пӗччен ватӑсемшӗн чунне ыраттарнӑ ду. Яланах чӑнлӑхшӑн хыпса ҫуннӑ.
Николай Карачарсков 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти художество училищинче вӗреннӗ.
Унпа паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче сывпуллашӗҫ.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян ҫавӑн пек мерӑна йышӑннӑ та.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ҫирӗп йӗрке Улатӑр хулинче, Улатӑр районӗнче тата Пӑрачкав районӗнче эрнене тӑсӑлӗ. Лару-тӑру лайӑхланмасан чару вӑхӑтне тата тӑсӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне ҫынсен вилеслӗх кӑтартӑвӗ Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне 138,5-пе танлашнӑ, Улатӑрта ҫав кӑтарту — 297,1, Улатӑр районӗнче – 293,2, Пӑрачкав районӗнче – 195,8. Вӑрмар районӗ те хӑрушлӑх зонинче, анчах унта хальлӗхе чару мерисене ҫирӗплетмен.
Маларах асӑннӑ виҫӗ муниципалитетра массӑллӑ мероприятисем (ҫав шутра суйлав умӗнхи агитаци те) ирттермӗҫ. Обществӑлла апатлану предприятийӗсем каҫхи 9 сехетчен ҫеҫ ӗҫлӗҫ, зал 50 процентран ытла тулли пулмалла мар.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫакӑ чир Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра ытларах сарӑлнипе сӑлтавланнӑ.
«Кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен регионти штаб хӑш-пӗр муниципалитетра чарусем пӑхса хӑварма пултарӗ. Халӑх вакцинациленменнине пула чир-чӗрпе асапланакансем сахал мар», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Республикӑри виҫӗ районта: Улатӑр хулипе районӗнче, Пӑрачкав районӗнче — лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |